Муркаш район администрацийӗн экономика тата агропромышленность комплексӗн аталанӑвӗн пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Унти ял хуҫалӑх тата промышленность предприятийӗсем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх продукци туса кӑларнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ку вӑл 20,3 процент нумайрах тенине пӗлтерет.
Ял хуҫалӑх продукцине илесси те ӳснӗ. Пӗтӗмпе 1948,6 тонна, е 91 процент, аш-какай туса илнӗ, 24196,6 тонна, е 97,3 процент, — сӗт.
Кашни ӗнерен вӑтамран 2944 килограмм (99,8 процент) суса илнӗ.
Мӑйракаллӑ шултра выльӑх хисепӗ 14745 пуҫпа, е 92,6 процентпа танлашать. Ял хуҫалӑх производство предприятийӗсенче 4696 пуҫ, е 92,4 процент, хушма хуҫалӑхсенче — 9842 пуҫ, е пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрин 92,5 проценчӗ чухлӗ, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче — 207 пуҫ (96,3 процент).
Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси ялӗн ачисем ҫуллахи каникула ӑсатнӑ. «Сывӑ пул, каникул — салам, шкул!» уява ял старости Регина Петровна Быкова пуҫарнипе йӗркеленӗ.
Япӑх ҫанталӑк та ачасене выляса кулма чӑрмантарман. Лапамра хаваслӑ юрӑ янӑранӑ. Ирхине ачасемпе аслисем ҫӳп-ҫап пуҫтарса лапама илемлетнӗ.
Регина Петровна уява уҫнӑ, программӑпа паллаштарнӑ. Конкурссем хаваслӑ иртнӗ. Уява Ириска клоунессӑпа Мэри пиратка ӗҫленӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурс ирттернӗ, фокуссем кӑтартнӑ.
Ачасем ҫулла ҫинчен сӑвӑсем каланӑ. Ирина Воробьева ачасем валли парнесем хатӗрленӗ. Уяв чей ӗҫнипе вӗҫлненнӗ. Ачасем лайӑх канса вӗренӳ ҫулӗ валли хавхаланнӑ.
Сӑнсем (55)
Юратӑвӑн чикки ҫук теҫҫӗ халӑхра. Чӑн та, ҫапла-тӑр ҫав. Ҫав сӑмахӑн чӑнлӑхне паян Муркаш районӗнчи пӗр ялти мӑшӑр ҫирӗплетсе панӑ.
Паспортра штамп ларттараканӗсем — Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Патаккассинчи Галина Яковлевнӑпа Алексей Петрович. Арӑмӗ — 67 ҫулта, упӑшки — 74-ра.
Ҫӗнӗ ҫынсене ЗАГС ӗҫченӗсем вӑрӑм ӗмӗр, хитре те хаваслӑ пурӑнма суннӑ.
Ҫырӑнса пурӑнакансем юлашки ҫулсенче сахалланса кайрӗҫ те ку чӑннипех те ырӑ пулӑм темелле-тӗр. Ара, ҫынсен пӗр пайӗ халӗ гражданла мӑшӑрлану текен хутшӑнура пурӑнать. Хӑналла мӑшӑрлану текен ӑнлав та сарӑлса пырать темелле. Кун пеккисем пӗр-пӗриншӗн тунсӑхласан пӗр-пӗрин патне хӑнана килсе кайнипех ҫырлахаҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси те республикӑри чылай ял пекех уява пухӑннӑ. Каҫ кӳлӗм ваттисем те, кӗҫӗннисем те уяв лапамне ҫитнӗ.
Мероприятие ял старости Регина Быкова уҫнӑ. Вӑл ял уявне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнине, ял малалла аталаннине палӑртнӑ.
Атапай ял клубӗн ҫумӗнчи «Сурпан» ушкӑн сцена ҫине тухни ҫеменкассисемшӗн чӑн-чӑн парне палнӑ. Вӗсен юррисем куракансене килӗшнӗ. Муркаш районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Валерий Вязов артистсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Уява кашниех хӑйӗн апат-ҫимӗҫӗпе килнӗ. Пӗрисем кукӑль пӗҫернӗ, теприсем — печени. Римма Михайлова повар вара пурин валли те хашлама хатӗрленӗ.
Сӑнсем (27)
Ҫурлан 14-мӗшпе 27-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи «Детский отдых» (чӑв. Ачасен канӑвӗ) ТМЯП кану базинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ шкул ачисем «Шевле» уйлӑхра канаҫҫӗ. Кунта Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне район ачисем лекнӗ.
Ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ иртет. Вӗсене тӗрлеме, ташлама, чӑваш апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак маттур ачасемпе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗн журналисчӗсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗсем тӗлпулусем ирттерӗҫ. Паллах, кӑсӑклӑ экскурсисемсӗр ачасен канӑвӗ иртмӗ.
Уйлӑха ҫурлан 15-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ: «Несӗлсен ҫӗрӗ ҫинче» паллашу саманчӗ иртрӗ, ачасем уйлӑх йӗркипе паллашрӗҫ, отрядсене ятсем пачӗҫ, уйлӑх логотипне суйларӗҫ, стена ҫинчи хаҫатсем кӑларма шантарчӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине ачасем валли ятарлӑ концерт йӗркелерӗҫ.
Кирек мӗн те — ҫын-и вӑл е предприяти-и — хӑйӗн кун-ҫулӗпе пуян. Авалхи ӳкерчӗксене пӑхса иртнине аса илме уйрӑмах кӑмӑллӑ. Муркаш районӗнчи Ильинкӑри кану ҫурчӗ те кун-ҫулӗпе мухтанма пултарать. «Ҫурта 1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чӑвашстрахкассӑн укҫи-тенкипе ӗҫлеттерсе янӑ. Кану ҫурчӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗччен тытӑнса тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче «Ильинский» кану ҫурчӗ правительство пӗлтерӗшне тивӗҫнӗ. 30-мӗш ҫулсенче канакансем кану ҫурчӗн сарлака та илемлӗ аллейисем тӑрӑх ҫӳреме юратнӑ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ тӑрӑхри Е. Таймаскина вӗрентекенпе С. Яртеева шкул ачи.
Кану ҫурчӗ йӗри-тавра ешӗл вӑрман кашланӑ. Инҫех мар ҫамрӑк юманлӑх ешернӗ. Ӑна XIX ӗмӗрте паллӑ вӑрманҫӑ, ӑсчах Б. Гузовский лартнӑ. Ватӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кану ҫуртӗнче Мускаври правительство тӳри-шарин ҫемйисем ҫулталӑкӗпех пурӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен Леонид Агаков ҫыравҫӑ «Салтак ачисем» повеҫре ҫырса кӑтартнӑ-мӗн.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн совет халӑхӗ кану ҫуртне канма ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫамрӑксем гитарӑпа юрлама юратнӑ.
Хальхи вӑхӑтра унта та кунта ял уявӗсем иртеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи мулкачкассисем те ӑна тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ. Кил-таврашри, урамри ҫӳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейленӗ. Уяв кунӗ ҫитсен ял варринче вырнаҫнӑ клуб умнелле васканӑ.
Уяв программине вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Волков уҫнӑ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ, тивӗҫлисене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ, Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, ял старости В.А.Калинин, Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов килнӗ хӑнасене, ял-ҫыннисене саламланӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан И.А. Ершова пухӑннисене Мулкачкасси ял историйӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, мулкачкассисем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑвашла стенд та йӗркеленӗ — хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ вырӑсла йӗркелеме хӑнӑхнине шута илсен вӗсене куншӑн мухтамалла кӑна.
Ҫавӑн пекех уява пухӑннисем пурте тутлӑ шашлӑкпа, вӗри шӳрпепе сӑйланнӑ. Ачасене савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе Лапкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М.А. Игнатьев усламҫӑ батут вырнаҫтарнӑ. Ачасен хаваслӑ кулли тахҫанчченех янранӑ.
Кевер чул — ҫирӗп. Пӗрлешнӗренпе 60 ҫул хыҫа хӑварнине ахальтен мар ҫак чул ятне панӑ.
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнче пурӑнакан Василий Григорьевичпа Аполинария Николаевна Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Вӗсем 1954 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче пӗрлешнӗ.
Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та мӑшӑр яланах пӗр-пӗринпе юнашар пулнӑ. Григорьевсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ 4 мӑнукӗпе, вӗсен 4 ачипе киленеҫҫӗ.
Григорьевсене Катикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ А.Григорьева, Ветерансен канашӗн председателӗ В.Волкова тата ыттисем саламланӑ. Уявра юбилярсем валли «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ юрланӑ.
Ӗнер каҫхине Муркаш районӗнче пурӑнакан пиллӗк ҫулхи хӗрачана аслати ҫапнӑ.
Унпа ашшӗ ял пуҫӗнчи пӗвене пулӑ тытма кайнӑ иккен. Ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра хӗрача ашшӗн машининче ларнӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл салонтан тухса ашшӗ патне утнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна аслати ҫапнӑ.
Халӗ ку факта тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи Олег Дмитриев.
Ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи Турай ялне каякан ҫула тӗплӗн юсасси малалла пырать. Райцентра «Сӑр» автоҫулпа ҫыхӑнтаракан ҫак трассӑна Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин «Чувашупрдор» учрежденийӗ ҫӗнетет.
Ҫул 4-мӗш техника категорине кӗрет иккен. Ӗҫе виҫӗ тапхӑра пайланса пурнӑҫламалла. Халӗ пӗрремӗш тапхӑрӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Халь юсакан ҫулӑн тӑршшӗ — 6 километр та 80 метр. Икӗ йӗрлӗ ҫулӑн иртсе ҫӳремелли пайне 6 метр сарлакӑш тӑваҫҫӗ. Халӗ хура вак чул сарма тата асфальтпа бетон хутӑшӗ сарма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Сӑнсем (16)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |